| 459 | Вутра ҫунас ҫын шывра путас ҫук. | Вут — Шыв |
| 460 | Вутра ҫуниччен вӑрман варринче пурӑнас тенӗ. | Вут — Шыв |
| 461 | Вутра та ан ҫун, шывра та ан пут. | Вут — Шыв |
| 462 | Вутран — кӗл, кӗлрен — вут. | Вут — Шыв |
| 463 | Вутран сыхлан, шывран упран. | Вут — Шыв |
| 464 | Вутран тарса ҫулӑм ӑшне кӗмеҫҫӗ. | Вут — Шыв |
| 465 | Вутран хӑракан тӗтӗмрен те шикленнӗ. | Вут — Шыв |
| 466 | Вутран шыв пек хӑра, шывран вут пек хӑра. | Вут — Шыв |
| 467 | Вутран ытла ухмахран хӑра, шывран ытла айванран хӑра. | Вут — Шыв |
| 468 | Вутсӑр апат пиҫеймӗ. | Вут — Шыв |
| 469 | Вутсӑр чӗр шыв вӗремест. | Вут — Шыв |
| 470 | Вутҫӑ куҫӗ вӑрман ҫинче, утҫӑ куҫӗ утӑ ҫинче. | Вут — Шыв |
| 477 | Вутта — шыв. | Вут — Шыв |
| 471 | Вутта амаланиччен сӳнтер, амалансан сӳнтерме хӗн. | Вут — Шыв |
| 472 | Вутта вӑйсӑр чух сӳнтерме хушнӑ. | Вут — Шыв |
| 473 | Вутта вутпа ҫӗнтереймӗн, ҫиле ҫилпе ҫӗнтереймӗн. | Вут — Шыв |
| 474 | Вутта ҫупа сӳнтермеҫҫӗ. | Вут — Шыв |
| 475 | Вутта хирӗҫ вут. | Вут — Шыв |
| 476 | Вутта чӗртесси, чӗртсен сӳнтересси. | Вут — Шыв |
| 478 | Вучах ӑшшине мӑкӑр явӑҫнӑ. | Вут — Шыв |
| 479 | Вучах вутти вӑлчасӑр хӑварнӑ. | Вут — Шыв |
| 480 | Вучахне кура кӑварӗ. | Вут — Шыв |
| 172 | Йӑмӑх хӗрлӗ хӗвел час илет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 653 | Каҫхи ҫил ире хирӗҫ лӑпланать. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
| 315 | Кӑвак хуппи уҫӑласса кӗт теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 316 | Кӑвак хуппине кӗтсе шӑнса вилнӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 317 | Кӑвак хуппине шаннӑ — выҫса вилнӗ тет. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 654 | Кӑнтӑр ҫилӗ ват шӑм-шака та ӑшӑтать. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
| 655 | Кӑнтӑр ҫилӗ типӗтет, ҫурҫӗр ҫилӗ пӗтерет. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
| 173 | Кӑнтӑрла пӗр хӗвел — пурпӗрех ҫутӑ, ҫӗрле пин ҫӑлтӑр — пур-пӗрех тӗттӗм. | Хӗвел — Уйӑх |
| 174 | Кӑнтӑрлаччен хӗвел вӑкӑрпа чупать, кӑнтӑрла иртсен утпа чупать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 625 | Кӳлӗ тарӑнӑшне пӗлме кӳлӗ типӗтмеҫҫӗ. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 626 | Кӳлӗ шывӗ ейӳ каймасть. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 627 | Кӳллине кура шапи. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 630 | Лӑпка тинӗс те хумсӑр мар. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 628 | Лӑпкӑ кӳлӗре шуйттан нумай. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 629 | Лӑпкӑ кӳлле шуйттан иленет. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 631 | Лӑпкӑ юханшыв та ҫырана ишет. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 575 | Пӑр ҫине пӳрт лартса нумай пурнаймӑн, тип ҫӗре лартсан пӳрчӗ ҫӗреччен пурнӑн теҫҫӗ. | Юр — Ҫумӑр |
| 576 | Пӑр ҫӳхе пулсан путса анасси час пулать. | Юр — Ҫумӑр |
| 577 | Пӑр хытӑ шӑнмасӑр шартлатмасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 578 | Пӑр шӑнтмасӑр юр лармасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 579 | Пӑр яка та, никӗс тума юрамасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 580 | Пӑр якашне шанма ҫук. | Юр — Ҫумӑр |
| 175 | Пӑхман хӗвеле ирӗксӗр пӑхтараймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |
| 322 | Пелӗте шанма ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 325 | Пӗлетрен сарлака тӗнче витти. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 319 | Пӗлӗт — ҫичӗ хутлӑ, этем — ҫичӗ мутлӑ. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 321 | Пӗлӗт — ҫӳлте, патши — инҫе. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 318 | Пӗлӗт ҫине улӑхма чикмек ҫук, тинӗс урлӑ каҫма кӗпер ҫук, вилӗме ҫӗнтерме хӑват ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |